Спорт - сывлăх çăл куçĕ

Районта йĕркеленĕ "Çамрăксем - сывă пурнăç йĕркишĕн" акцинче Турханти вăтам шкулта вĕренекенсем çĕнтерỹçĕсем пулнăччĕ. Çакă хăйех вĕренỹ учрежденийĕнче сывă пурнăçа мала хунине çирĕплетет.

Шкул спартакиадипе килĕшỹллĕн пыракан ăмăртусене кашнийĕшнех хутшăнма тăрăшаççĕ вĕренекенсем. Кĕçĕн Арапуçĕнче йĕлтĕрпе чупса мала тухассишĕн эстафетăра иккĕмĕш вырăна тухрĕç. Чыса С. Маштаков, Олегпа Димитрий Вавиловсем, В. Лябукова, А. Кудрявцева, В. Афанасьева хỹтĕлерĕç.

Ачасене спортпа пиçĕхсе ỹсме условисем çителĕклĕ шкулта. Çăмăл атлетика филиалĕ ĕçлет. Спортзалта хĕрачасем эрнере 3 кун уроксем хыççăн волейболла выляççĕ. Ытти кунĕсенче арçын ачасем çак тата баскетбол вăййисен мелĕсене алла илеççĕ. Хĕрачасенчен К. Косойкина, В. Осипова, Д. Тихонова, И. Самарина, арçын ачасенчен Д. Ва- вилов, М. Дмитриев, Е. Купцов, М. Иванов, К. Ларкузов, С. Маштаков выляма маçтăр.

Кĕрешме хăнăхакансен залĕ хăйне уйрăм. Ăна шкул администрацийĕ ачасен интересĕсене шута илсе йĕркеленĕ. Кунти хăтлăхпа вĕренекенсем çеç усă курмаççĕ. Выпускниксемшĕн те шкул алăкĕ- сем хупă мар.

Çăмăл атлетика секцийĕ ĕçлет. Велоспорт лайăх аталанать. Ачасене ку енĕпе В. Макаров тренер пулăшу парать.

Çитĕнекен ăрăва сывă пурнăç йĕркине мала хума шкула ялти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Кольцов килсе çỹрени те пулăшать.

Мини-футболла, волейболла, ытти вăйăсене аслисемпе вĕренекенсем пĕрле хутшăнса выляни те кăмăллă. Хаваслă стартсене те ачасемпе юнашар ашшĕ-амăшĕ те тăрать.

Ялта спорта аталантарас тесе выпускниксем те сахал мар тăрăшаççĕ. А. Лещов, С. Хураськин тата ыттисем те инвентарьсем туянма пулăшу кỹреççĕ.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)