Чăваш чĕлхипе литература эрни

Чăваш чĕлхипе литература эрни

Ака уйăхĕн 18 – 25-мĕшĕсенче Турханти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта Чăваш чĕлхи эрни иртрĕ. Палăртнă ĕçсене пурне те пурнăçларăмăр.  «Чăваш халăхĕн ваттисен сăмахĕсемпе каларăшсем», «Поэтсен чăн хушамачĕпе ячĕсем тата вĕсем уса курнă хушма ячĕсем», «Ĕлĕкрен пыракан йăла-йĕркесем» викторинăра 1-11 класра вĕренекенсем  тупăшрĕç, туслăх çĕнтерчĕ.  «Чăваш енĕн мухтавлă ывăлĕсемпе хĕрĕсем» презентаци конкурсĕнче 5-11 класра вĕренекенсем хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç.

Шкул ачисем «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие те хастар хутшăнчĕç. «Иван Яковлевич Яковлев-чăвашсене çутта кăлараканĕ» кĕнекесен  куравĕ иртрĕ. Класс ертÿçисем 1-11 класра вĕренекенсемпе «Янра, чăваш чĕлхи» ятлă класс сехечĕсем ирттерчĕç, «Чыс та мухтав сана, ентешĕмĕр» ятпа хаçатсем кăларчĕç.  Вĕрентекенсемпе вĕренекенсем «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ-2022» акцие те хастар хутшăнчĕç. Пуçламăш класра вĕренекенсем Иван Яковлев калавĕсем тăрăх хăвăрт вулассипе ăмăртрĕç. Шкул ачисемпе вĕрентекенсем «Сана мухтатăп, Тăван чĕлхем!» флешмоба хутшăнчĕç, чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем, ваттисен сăмахĕсене вуларĕç. Çĕнтерÿçĕсене хисеп хучĕсемпе чысларăмăр.

Уяв пурне те килĕшрĕ.


Фотогалерея