Сывлăх пултăр мĕн ватăличчен

Çак каларăша кашнин патне çитерме тăрăшать Турханти врач амбулаторийĕн тухтăрĕ А. Кольцов. Çавна май вăл тĕрлĕрен акци ирттерет. Вĕсене волонтерсене анлăн явăçтарать. Ку хутĕнче те çаплах пулчĕ. Ялсенче пурăнакансен юн пусăмне виçессине йĕркелерĕ. Çамрăксем пурĕ 11 яла çитрĕç,1525 çынпа курнăçрĕç. Вĕсенчен 515-шĕ чирпе учетра тăраççĕ.

Юн пусăмĕ кирлĕ шайра пулманни инкек патне илсе çитерме пултарать.

Тĕрĕсленĕ çынсенчен ытларахăшĕн хăйсен сывлăхĕ патне тимлĕх ỹстерме кирлех иккен. Вĕсем врач сĕнекен эмелсене вăхăтран-вăхăта çеç ĕçеççĕ-мĕн. 70 çыннăн юн пусăмĕ 180-200мм-тан те иртет. Иккĕшне инфаркт пуласран больницăна ăсатнă. Тĕрĕслев 675 çыннăн юн пусăмĕ кирлĕ шайра пулнине çирĕплетрĕ.

Акцие Çĕньялтан, Турхантан волонтерсем хутшăннă. И. Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университетĕнче, И. Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнче, медколледжра, педколледжра, ялсенчи шкулсенче вĕренекенсем явăçнă. Пулас сывлăх сыхлавçисемшĕн те вырăнлă пулчĕ çакă. Чи кĕçĕнни вара - Д. Кольцов. Вăл иккĕмĕш класра вĕренет.

Çитĕнекен ăру усăллă ĕçе явăçать. Вăл хăйне валли ĕçлĕ практика та илет. Çынсене усă кỹрет. Çак кунсенче волонтерсем радиора пулчĕç. Д. Кольцов, В. Шайманов, Ю. Васильева, А. Козлова, Д. Зеленкова хăйсен ĕç опычĕпе ыттисене паллаштарчĕç.

Пуç ыратни, ĕнсерен туртни, пуç çаврăнни, кăмăл пăтранни, чĕре хĕсни, куç умне хура ункăсем тухни сывлăха сиен кỹретех. Кун пек чухне специалистпа канашламаллах.

"Хăвăн юн пусăмне виç" акци хастарĕсене район больницин тĕп врачĕ Г. Петрова ятĕнчен Хисеп хучĕсемпе, сувенирсемпе чысларĕç.

А. ИВАНОВА

Источник: "Авангард" (газета Батыревского района)